Чăваш чĕлхи эрни
Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,
Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.
Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,
Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!
Ухсай Яккӑвӗ
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче чăваш чĕлхи эрни пырать. Пирĕн шкулта та çак кунсенче чăваш чĕлхине халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Çак мероприятисенче вĕрентекенсемпе шкул ачисем хутшăнĕç. Пĕрисем сăвăсем калĕç, теприсем викторинăсем ирттерĕç. Аслӑ классенче вӗренекенсем те айккинче юлмӗç - вӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие хутшӑнӗҁ. Шкул ачисем кăмаллă пуласса шанатпăр.