Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ — Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ — Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ.

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем!

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар – ирĕк çутăрах çунма. (Митта Ваçлейĕ)

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ  халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Тĕнчери халăхăн тăван чĕлхе кунĕнче пур чĕлхе те пĕр тан тесе йышăннă.

Раççей – нумай нациллĕ патшалăх. Кашни нацин хăйне евĕр культура, истори, йăла-йĕрке, паллах, тăван чĕлхе те. 130 ытла чĕлхепе калаçаççĕ пирĕн çĕр-шывра. Хамăр тăрăхра мĕнле халăхсем пурăнаççĕ? Вĕсем мĕнле чĕлхепе калаçнине илтме пултаратпăр-ха эпир?

Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн ун культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмалла.

Çак куна халалласа кашни класрах класс ертÿçисем класс сехечĕсем ирттерчĕç, тĕнчери тĕрлĕ чĕлхесем пирки калаçу йĕркелерĕç, презентацисем пăхрĕç. Ачасене пĕлмелли, халиччен илтменни нумай пулчĕ. Калаçу интереслĕ иртрĕ.