«Тĕнчери пĕтĕм халăхсен тăван чĕлхе кунĕ»
1999-мĕш
çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн
21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай
чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен
тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Ураскилтри вăтам
шкулта нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче эпĕ, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен И.Ю.
Соколова, 1 урока Тăван чӗлхене упраса
хăварасчӗ сăмахсемпе пуçларăм
Вӗренекенсем урокра чăваш халăхне çутта
кăлараканăн, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе яраканăн И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ӗçӗ-хӗлӗ,
чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллашрӗç, тăван чӗлхе çинчен тӗрлӗ ыйтусем çине
хуравларӗç.
Çын пурнăç тăршшӗпе нумай-нумай чӗлхене алла
илме тăрăшать, çапах та тăван чӗлхе вăйӗпе ачаран йӗркеленнӗ ăс-тăнпа
тавракурăм нихăçан та çухалмасть.
Чĕлхе - наци культурине
палăртакан инструмент, чун-чĕм тата матери эткерне аталантарса сыхласа
хăвармалли хатĕр пулса тăрать. Вăл çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни
çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма
пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере
тăнăçлăх тума май парать.