Халӑхӑн йӑли-йӗрки, юрри-ташши ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пырать.
Пурнӑҫ та шав малалла шӑвать, улшӑнать. Ҫавӑнпа та халӑх пуянлӑхне малалла
аталантарас, упраса хӑварас тӗллевпе Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ проектпа
килӗштерсе Гавриил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси»
фестиваль-конкурс кӑҫал пиллĕкмĕш мӗш хут иртрӗ.
Конкурсӑн тĕп авторĕ тата йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн
культура комитечĕн пайташĕ, фольклорист, «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи
Наталия Арсентьева.
«Çак конкурс-фестивале йĕркелесе эпир чӑваш халăхӗн
йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи чӑваш халӑх юррисене сыхласа хăвараса малалла
аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçаруллă тĕрлĕ ӳсĕмри
конкурсантсене хавхалантарасшăн, - пĕлтерчĕ Наталия Арсентьева. Авалхи юрӑсен
сасси» конкурс-фестивале хутшăнакансем регионсенчи тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.
Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тюмень, Чӗмпĕр, Самара тăрăхĕнчен, Питӗрпе
Мускав хулисенчен, Ленинград тата Иркутск облаҫӗсенчен майпа тăратрӗҫ».
Тӳресем хутшăнакансене икĕ номинацире хакланă: «Пӗччен
юрăçăсем» тата «Тĕрлĕ ушкӑнсем». Вĕсем Гаврил Федоров репертуарĕнчи юрăсене
юрласа, видеосем ярса панӑ.
Пирĕн ĕçтеш, Осипов Вячеслав Иосифович, асăннă конкурса
хутшăнса II степеньлĕ лауреатăн
Дипломне тивĕçлĕ пулнă.